Пӗррехинче — Шупашкартан ҫула май килекен автобуспа Шӑмӑрша таврӑннӑ чух — шӳтле лару-тӑрӑва лекрӗм. Туристсем иккен, Ульяновск хулине экскурсие каяҫҫӗ.
Хайхи Карапай Шӑмӑршӑран иртрӗмӗр те, сылтӑм енче пысӑк сас паллисемпе «Ясная поляна» тесе ҫырса ҫапнине курсан туристсем водителе чарӑнма ыйтрӗҫ. Кӗпӗрленсех тухрӗҫ автобусран, пурте «Ясная поляна» умӗнче сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
— Лев Николаевич Толстой усадьби аякра-и? — чӑнласах ыйтаҫҫӗ манран майрасем. Вӗсем чӑн-чӑн Ясная Полянӑна — Тула облаҫӗнче вырнаҫнӑ историллӗ тӑрӑха — пирӗн патӑртипе пӑтраштараҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |