Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать. Ҫак тӗнче хӗрринчи цивилизацин тӗпренчӗкӗ пек улах вырӑна шутласа кӑларма та йывӑр пулӗ, вӑл чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, ун тӑрринчен тӗлӗнмелле тавралӑха сӑнама май пур.
Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗр енчен пӑхсан ҫак Háidrangur ятлӑ хысак питӗ шӗвӗр пек туйӑнать, анчах чӑннипе унӑн тӑрри самай лаптак та сарлака.
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.