Сделка купли-продажи жилья, подтвержденная через нотариуса, становится надежнее так, как сертифицированный специалист отвечает своим имуществом за заверенные процессы. Он в своей работе представляет государство: должен проверять подлинность документов, правомерность сделки, дееспособность принимающих в ней участие, добровольный характер их действий.
Из множества сделок с жильем, по исследованию агентства ИНКОМ-НЕДВИЖИМОСТЬ, самое большое распространение имеют 5 видов.
Задача нотариуса в данном случае — проверить, нет ли нарушений прав преимущественного приобретения.
Из дневника краеведа
15.2.2018, Праздничный вечер («Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки») в Чувашском государственном театре юного зрителя им. М. Сеспеля в Чебоксарах
Образовавшись в 1932 году, Чувашский театр юного зрителя лишь теперь, через 85 лет, приобрел себе настоящее пристанище – здание бывшего кинотеатра «Сеспель» по Московскому проспекту в Чебоксарах. Театр полон, залы и портреты артистов блещут, красиво смотрятся школьники, студенты, писатели, художники, скульпторы, журналисты, спортсмены, учителя, сельчане, горожане.
Пирӗн Республика Ертӳҫи хисеплӗ Михаил Васильевич!
Юратнӑ чӑвашсем!
2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Патшалӑх Академи Драма театрӗ 100 ҫул тултарать! Юратнӑ театрӑн паллӑ кунне хӗпӗртесе кӗтсе илӗпӗр! Анчах та, пӗр витӗмлӗ сӑлтав канӑҫ памасть. Хӗрлӗ тӳремӗн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра пулмалла-ши театр? Вӑл лапамра яланах халӑх хӗвӗшет, ҫав сӑлтавпа ҫак ҫуртра академиллӗ юрӑпа-ташӑ ансамблӗ, симфони оркестрӗ, академиллӗ капелла, «Ҫавал», «Сувар», «Ҫеҫпӗл», «Эревет» ансамбльсем вырнаҫччӗр-мар-и?
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫҫӗ, кам мӗнле ҫырас тет — ҫапла ҫырать: чӳрече те, кантӑк та; вырӑсла ҫак сӑмах — окно. Хӑшӗ тӗрӗсрех-ши? Xӑшӗ мӗне пӗлтерет-ши?
Ӗлӗк-авал, кӗленче таврашӗ ҫукрах чухне, чӑвашсем хайсен пӳрчӗсене ҫутӑ кӗтӗр тесе, касса тунӑ вырӑна вӑкӑр хӑмпи карнӑ.
Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ.
Патшалӑх тӑлӑхсене хваттер парать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ хӑш-пӗр тӑлӑхӑн ӑна илес тесе самаях чупма тивет. Республикӑри хӑш-пӗр ялта ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксене хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра кӗтес панӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк тӑрӑхӗнче пулма тӳр килчӗ. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ панель ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Ҫӗнӗ вӑл. Пӗлтӗр унта 5 тӑлӑх валли кӗтес уйӑрса панӑ. Пӗрне пӗрремӗш хутра лекнӗ. Шӑпах ҫав хваттерте пулса курма тӳр килчӗ те.
Кашни хваттерте ӑшӑтмалли газ колонки пур.
Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ.
6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.
Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ.
Ҫак сайтри хыпарсене пӗр сиктермесӗр йӗрлесе пыракансене тата информатор йышӗнчисене тӳрех пӗлтерем: ку хыпара пӗр-пӗр партие мухтаса та, хурласа та ҫырмастӑп. Тупата Туршӑн та, маншӑн пурте пӗрех: хальхи вӑхӑтри созывра тӗрлӗ парти сӗмӗпе депутата суйланнисем те, ҫитес суйлавра лекме ӑнтӑлакансем те. Ҫапах та суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрне сӑнама, пытармастӑп, питех те кӑсӑклӑ. Унтан та ытларах – кулӑшла та.
Халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче те паян кандидатсем пӗрне-пӗри хурласа ҫырнине, хӑйсен тӑрӑшӑвне вара ырӑ енчен кӑна кӑтартма талпӑннине курса тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.
Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.
Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |