Кӗҫех Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Кӑҫал ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитет те ҫак чаплӑ уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӗрӳленсе ӗҫлеҫҫӗ.
Аслӑ пухура ЧНК Президентне суйламалла. 28-мӗшччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ пулин те мӗнле кандидатсем пурри пирки халӗ те паллӑ мар-ха. Те Угасловах хӑвараҫҫӗ, те Валерий Клементьева пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарма сӗнӗҫ. Паллӑ мар. Мӗнех, ку вӑл вӗсен шалти ӗҫӗ. Ахаль халӑхран тахҫанах ыйтма пӑрахнӑ та, хура халӑха ку ыйту пӑшӑрхантармасть.
Гейрангер-фьорд – Норвегири фьордсенчен чи илемли, ҫынсем чи тӑтӑш пулаканни. Вӑл Суннмёре регионта вырнаҫнӑ. Тусем хушшипе 15 ҫухрӑма тӑсӑлать, Сторфьордӑн тӑсӑмӗ пулать. Унӑн чи пысӑк сарлакӑшӗ – 1,3 ҫухрӑм. Гейрангер-фьорда Гейрангелва юханшыв юхса кӗнӗ ҫӗрте Гейрангер ял вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа фьорд ҫак ята тивӗҫнӗ. Ялта 300 ҫын пурӑнать. 2005 ҫулта фьорд тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ЮНЕСКО ҫутҫанталӑк еткерӗсен йышне кӗртнӗ. Ҫак статус вырӑнти влаҫа фьорд урлӑ электропередача линийӗсене тумашкӑн чӑрмантарать-мӗн.
Кунти хӑйне евӗр рельеф кайранхи пӑр тапхӑрӗнче пулса кайнӑ.
Ку шывсикки Венесуэлӑра вырнаҫнӑ, ун ҫӳллӗшӗ 1054 метр шутланать. Ниме те перӗнмесӗр юхакан шывӑн ҫӳллӗшӗ — 807 метр. Анхель ята ҫак шывсиккине Джеймс Энджел (Angel) вӗҫевҫӗ ячӗпе панӑ пулать.
Шывсиккине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Эрнесто Санчес Ла Крус уҫнӑ. Анчах та паллӑ вырӑн шутне вӑл ун тавра Джеймс Энджел вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн кӗнӗ. Паллах, ку шывсиккине унччен те пӗлнӗ. Вырӑнти пемон индей йӑхӗ ӑна «Керепакупай вена» ятпа асӑннӑ пулать. Чӑвашла куҫарсан — «Чи тарӑн вырӑнти шывсикки».
Лаутебеербруннен ятлӑ Швейцарири хуларан инҫех мар вырӑнта Штауббах ятлӑ шыв сикки пур. Асӑннӑ ҫӗршывра вӑл паллӑ вырӑн шутланать.
Шарлак виҫҫӗр метр ҫӳллӗшӗнчен ӳунӗ май миллионшар тумлам тӑвать. Тумлама пула пулса тӑракан тӗтре шарлака ҫавӑн пек ят пама хистенӗ те ӗнтӗ. «Staub» тенине нимӗҫлерен куҫарсан «тусан» пулать.
Ҫӳллӗшпе илсен Штауббах Швейцарире иккӗмӗш вырӑн йышӑн йышӑнать. Ӑна чи ҫӳлли тесе пурӑннӑ-ха.
Тӗнчери чи илемлӗ те тӗлӗнмелле вырӑнсем – ҫак сӑнӳкерчӗксенче.
Мичиган штатри Гурон пӗвери тӗлӗнмелли утрав.
Тӗлӗнмелле йывӑҫ. Урӑх нимӗн те калаймӑн…
Хӑшӗ-пӗрин киленӗҫ пур: укҫа ҫинче ӳкернӗ пейзажа тупасси.
Япони шкул программинче ҫутҫанталӑкпа киленмелли урок пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |