Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

«Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ

  30.03.2018 10:40 | 7525 хут пӑхнӑ

Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни

 

 

«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.

Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.

Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.

Малалла...

 

Путинӑн хитре сӑмахӗсем

  16.12.2017 13:52 | 8960 хут пӑхнӑ

Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ.

Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ.

Малалла...

 

Тутарстанри чӑвашсене чӗнсе калани

  30.11.2017 13:36 | 13363 хут пӑхнӑ

Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.

Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем,

Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш.

Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет.

Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха?

Малалла...

 

Эдуард Лебедев тата... Акапасар

  23.03.2017 22:27 | 6834 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе.

 

Вӑт эпир паян чӑваш орфографийӗпе нушаланатпӑр. Пурте пӗлеҫҫӗ: ҫав нуша никӗсӗнче хисеплӗ Иван Андреевич Андреев еткерӗ тӑрать.

Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗрентессинчи хӑшпӗр урӑх инкеклӗ ыйтусем те ҫав мухтавлӑ ятпах ҫыхӑннине чухламаҫҫӗ те.

Чӑваш чӗлхине шкулсенче чӑнласах вӗрентес тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫе грамматикӑна вӗрентесси ҫинче никӗслесе туса пымалла. Унран лайӑхрах, юрӑхлӑрах меслет халиччен никам та шыраса тупайман.

Малалла...

 

Жупел исламизации

  05.11.2016 13:36 | 5769 хут пӑхнӑ

На этом изображениии — Центральная Соборная мечеть имени «Трех сподвижников» («Өч сәхабә мәчете») Духовного Управления Мусульман Чувашской Республики в татарском селе .Шыгырдан Батыревского района Чувашской республики. Она построена в честь трех сахабов (сподвижников) Пророка Мухаммеда. Снаружи напоминает мечеть 13-15 веков в Болгарах (Татарстан). Мечеть в Шыгырдане — 7-ая (седьмая) по счёту. Но это не рекорд: в селе Средняя Елюзань Пензенской области мечетей аж 11 (одиннадцать).

Малалла...

 

Тутарстанра тӑван чӗлхене мӗнле шайра вӗрентеҫҫӗ?

  14.12.2014 20:48 | 15275 хут пӑхнӑ

Республикӑмӑрта чӑваш чӗлхине йӗркеллӗ вӗрентменшӗн кам айӑплӑ? Вӗрентӳ планне пӑхсанах паллӑ - ҫителӗксӗр вӑхӑт уйӑрса параҫҫӗ. Унта тӑван чӗлхе урокӗсен йышӗ пӗтӗмӗшле сехетсенчен 10 процента та ҫитмест. Мӗн тумалла? Тутарсенчен тӗслӗх илмелле! Акӑ пӑхӑр вӗсен вырӑс чӗлхиллӗ классенче тутар чӗлхине мӗнле шайра вӗрентеҫҫӗ:

http://chuvsite.ucoz.ru/blog/tutar_ ... _plane/2014-12-14-95

 

Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсенче мӗншӗн-ха чӑваш чӗлхипе усӑ курас мар?

  28.09.2014 12:56 | 5734 хут пӑхнӑ

Пирӗн тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи тем тесен те кирлӗ мар. Тутарстанрисемпе танлаштарсанах пысӑк уйрӑмлӑх куратӑн. Вӗсен сайчӗсем те тутарла туллин калаҫаҫҫӗ, мероприятисенче те тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Ав, пӗлтӗр универсиада иртнӗччӗ. Пысӑк спорт мероприятин сайтне вара акӑлчанлипе вырӑсла версисӗр пуҫне тутарла та хатӗрленӗччӗ. Шкулсенче те вӗсем тутарла вӗрентес тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Раҫҫей министрӗсем ҫӳлтен «хушаҫҫӗ» пулсан та вырӑнта, хӑйсем патӗнче, майсем тупаҫҫех.

Шупашкарта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ.

Малалла...

 

Ответ татарской молодежи Мединскому по поводу преподавания в школах русского и национальных языков

  23.07.2014 00:20 | 6523 хут пӑхнӑ
Министру культуры Российской Федерации В.Р. Мединскому

 

Уважаемый Владимир Ростиславович!

 

На состоявшемся недавно заседании Совета при Президенте по межнациональным отношениям Вы сказали следующие слова:  «…Мы довольно серьёзно увеличили региональную составляющую и в языке, и в истории. Мы больше учим сейчас иностранные языки, и это тоже, конечно, правильно, но это не должно идти в ущерб изучению русского языка, нашей литературы и нашей общей, подчеркну, истории.

 

Школьник, с одной стороны, выигрывает от знания региональных языков, это бонус, но это имеет смысл только в случае дополнения к глубокому знанию нашего общего языка.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...