«Яла кайса пурӑнмалла», — терӗ Саша тусӑм. «Мӗншӗн капла калатӑн?» — кӑсӑклантӑм эпӗ. «Унта ирӗклӗрех, мӗн ӗҫлес килет — ҫавна тӑватӑн, хӑв пӗлнӗ пек укҫа ӗҫлесе илетӗн», — ӑнлантарчӗ тусӑм. Пӗлетӗп: ҫемйине тӑрантарма, ачисене тумлантарма укҫа ҫитсе пыманни мӑй таран тӑвӑнтарнӑ ӑна. Пушар хуралӗнче ӗҫлет вӑл. Юлашки икӗ ҫулта ӗҫ укҫине самаях чакарни пирки, 13-мӗш шалу тӳлеменни ҫинчен каланӑччӗ-ха. Халь ак каллех шалӑвӑн пӗр пайне катасси пирки сас-хура тухнӑ-мӗн.
Хӑш-пӗр ҫынна мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ нумайрах тӗлӗнетӗн. Ларнӑ е тӑнӑ ҫӗрте шак хытарса лартаканни — икӗ питлӗх. Этем хӑй чӗлхине ирӗке янине ӑнланмалла пулӗ-ха: пӗр-пӗрин ҫинчен калаҫасси такамӑн та пулать. Ют ҫынна кӑна мар, тӑван-пӗтене, ҫывӑх пӗлӗш-юлташа та тепӗр чух «шӗкӗлчетпӗр». Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чунтан курайманлӑхпа мар, ҫав самантра тарӑхнипе-кӳреннипе. Капла чухне усал тӑвас шухӑш, курайманлӑх, тытса ҫурма хатӗрленни, пуринчен пахи — икӗ питлӗх — ҫук.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.
Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.
Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.
Чӑваш Енри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче вакансисен шучӗ йышланса пыраҫҫӗ-мӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫсӗр ларакансен хисепӗ те нумайланать.
Вырӑсла сӑмахпа каласан, ку лару-тӑрӑва парадокс тесе хакламалла-ши — пӗлместӗп. Анчах статистикӑран иртеймӗн. Унтан та ытларах: официаллӑ статистикӑна пур цифра та лекмесен те пултарать.
Акӑ, тӑван тӑрӑхах е паллаканӑмсенех илем. Вӗсен хушшинче ниҫта ӗҫлеменнисем те пур. Анчах нихӑшӗ те ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑмасть. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: ӗҫсӗр ларатӑп тесе паллӑ тутарма район центрне.
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.
Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ.
Хӑшӗ-пӗри ун валли ӗҫ ҫук тесе макӑрать. Урам шӑлаканра, чашӑк-тирӗк ҫӑваканра тӑрӑшас килмест вӗсен. Кӗсьене укҫа ҫӑмӑллӑн кӗрессе кӗтеҫҫӗ-ши? Ӗҫлес тесен таҫта та вӑй хума пулать. Тӗнчере тӗрлӗ професси пур. Вӗсен шутӗнче — хӑйне евӗррисем те, эпир пӗлменнисем те.
22-ри Рис Оуэн, куҫлӑхлӑскер, Торп паркра ӗҫлет. Унӑн тивӗҫӗ — килен-каян хӑварнӑ хӑсӑка тасатасси. Кунашкал професси никама та килӗшес ҫук ахӑртнех. Анчах вӑл Рисӑн кӑмӑлне каять. Ӗҫ укҫи те ун лайӑх. Тата вӑл каруҫҫельпе, ытти аттракционпа укҫа тӳлемесӗрех ярӑнма пултарать.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчин Леонид Волков пирки сахал мар шавлаҫҫӗ. «Пуканӗ» ҫӳллӗскер те унта ларакан ҫын пирки сас-хура халӑха кӑсӑклӑ. Пӗрисем савӑнаҫҫӗ, теприсем — кулянаҫҫӗ.
Паллах, коррупципе кӗрешни питӗ кирлӗ япала. Ку кӗрешӳре «пирӗннипе» «сирӗннисем» ҫине уйӑрни пӗрре те вырӑнлӑ мар. Патшалӑх ҫине ӗҫлетӗн пулсан, ҫӳллӗ пукан йышӑнатӑн пулсан — саккуна пӑхӑнса ӗҫле, йӗрке ан пӑс. Ҫавах та кунта тепӗр ен те пур — кирлӗ пулсан пуҫлӑхсем саккунсемпе хӑйсене майлӑ выляма пултарасси.
Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе. Чӑнах-чӑнах.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.
Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |