Каллех аваллӑх патне, халӑх культури патне таврӑнса пӑхар-ха. Сӑмахӑм наци музейӗсем пирки, наци ҫурчӗсем ҫинчен кайӗ. Унашкаллине Шупашкарта тӑвас тесе миҫе хут пуҫӑнмарӗҫ пулӗ, ӗҫӗ-пуҫӗ ниепле те уҫӑмланмасть (темле Ясна тата Амазони проектсем патне пырса тухнӑ тата). Шухӑшлан та, ку ӗҫе ытти тӑрӑхсенче хӑвӑртрах пурнӑҫлӗҫ пуль тесе шутлатӑн.
Нумай пулмасть эп корейсен тӗслӗхӗпе паллашрӑм. Унта вӗсен Хахве ятлӑ ял пур иккен, Ҫурҫӗр Кӗнсанри Ӑнтун хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак ялта вара кӑнтӑр корейсем хӑйсен йӑли-йӗркипе паллаштарас тесе пӗр пысӑк комплекс йӗркеленӗ.
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.