Паян ман алла 1993 ҫулхи «Хыпар» лекрӗ. Кӑсӑклансах пӑхса тухрӑм. Ӑмсантӑм. Чӑн та ҫивӗч ыйтусене тӑратакан хаҫат пулнӑ-ҫке! 20 ҫул хушшинче вара мӗн улшӑннӑ? Тӗп редакторӗ те — ҫавах, Алексей Леонтьевах. Анчах тӗрлӗ хаҫатсем.
Ак, сӑмахран, пӗрремӗш страницӑри хыпарсем:
Хальхи «Хыпарта» унашкаллине кураймӑн ҫав... Питӗ шел.
"Хыпар" хаҫатӑн паянхи номерӗнче Юхма Мишши хайланӑ "Чӑвашлӑха савса ӗҫлер, тӑванӑм..." самаях пысӑк сӑвӑ ярӑмӗ пичетленнӗ.Сӑвӑри йӗркесем питӗ килӗшрӗҫ:"Чӑвашлӑха савса ӗҫлекен ҫыннӑн Хӗвел пек ячӗ ялкӑштӑр ялан". Тӗрӗс сӑмахсем. Ан тив,эпӗ те "кирлӗ мар ӗҫпе аппаланса " вӑхӑта сая ярса пурӑнам,ман хыҫҫӑн чӑваш ачисене вулама кӗске хайлавсем юлаҫҫӗ. Тен вӗсем паян вулакана кирлех те мар, малашлӑхра кирлӗ пулӗҫ! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесе кашни хайлав воспитани темипе ҫыхӑннӑ. Пурнӑҫ яланах пӗр вырӑнта тӑмасть, воспитани те кирлине халӑх туйса илетех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |