(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)
Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.
Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук.
(Кирилл Кириллов кайнӑранпа 20 ҫул ҫитнине асӑнса)
«Эс хӑвна епле тытнине ӑнланас тесен сан хӑвӑнти программӑсене (эс хӑв хывман, санран килмен программӑсене) уҫса пӑхмалла», – тетчӗ В.Г. Мурашковский. «Ученому и собеседнику» тесе алӑ пусса парнелерӗ вӑл мана П.В. Денисовӑн «Религиозные верования чуваш» кӗнекине (1959). Хӑй пирки вӑл «ватӑ еврей» тетчӗ, эп ун патне хӑнана пырсан вӑл манпа калаҫнӑ чухне пуҫне еврейсен ҫӗлӗкне – кипа – тӑхӑнатчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |