Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Иванова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кун ҫути курнӑ «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» коллективлӑ сборника сӳтсе явнӑ.
Ольга Иванова хыпарланӑ тӑрӑх, «кӑларӑма юрату темипе ҫырнӑ калавсемпе повесть кӗнӗ. Авторӗсем – паянхи чӑваш ҫыравҫисем: Константин Малышев, Татьяна Ишмуратова, Оля Рубцова, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Владислав Николаев, Владимир Степанов, Ольга Васильева. Произведенисенчи тӗп сӑнарсем – юрату авӑрне кӗрсе ӳкнӗ яшсемпе хӗрсем».
Хӑтлава хутшӑннӑ Людмила Сачкова прозаик кӗнекене туллин тишкернӗ, кашнин ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.
«Ольга Австрийскаян чӗлхи сӑнарлӑ, пуян, ҫыравҫӑ детальсемпе вырӑнлӑ усӑ курать, сюжета тирпейлӗ йӗркелет», – тенӗ, сӑмахран, калем ӑсти.
Шупашкарта «ГолосА» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Культура мероприятийӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче пулӗ.
Унӑн формачӗ хӑйне евӗр: музыка, вокал, тӗрлӗ хускану, живопись, сӑвӑсем, поэзире пирвайхи утӑмӗсене тӑвакансемпе тӗлпулусем.
Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ – поэзи спектаклӗсем. Вӗсене поэтӑн хӗрӗ, актриса, режиссер, поэт, Вероника Айги хатӗрленӗ. Ӑна унӑн «Хористки» проектне (Мускав) хутшӑнакансем кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 16.00–18.00 сехетсенче, «День присутствия всех и всего» музыкӑпа поэзи перформансӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ.
19.00-20.30 сехетсенче Камера театрӗнче «Хористки» ушкӑн «Т.Ч.К.» спектакль кӑтартӗ. Режиссёрӗ – Вероника Айги.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ вулавӑшра 14.00-15.00 сехетсенче «Поклон – пению» спектакль пулӗ. Ӑна Геннадий Айхи хайлавӗпе Вероника Айги режиссер хатӗрленӗ. Куракансем умне «Хористки» ушкӑн тухӗ. 15.00-16.00 сехетсенче «ГолосА» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, Г. Айги ячӗллӗ преми парӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Елчӗк муниципалитет округӗн тӗп вулавӑшӗнче Галина Изратован кӗнеке-альбомне пахаланӑ.
«Чувашская быль Галины Изратовой» ӗҫ хӑтлавне елчӗксем Ҫемье кунне халалланӑ иккен. Кун пирки Елизавета Долгова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерсе паллӑ турӗҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче И.Я. Яковлев бюсчӗ умӗнче те савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннӑ. Унта хулари 37-мӗш шкулта вӗренекенсем тата К. Иванов ячӗллӗ вулавӑш «По заветам Патриарха» (чӑв. Патриарх халалӗпе) краеведени флешмобӗ ирттернӗ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче сӑмах каланӑ вулавӑш заведующийӗ Анна Федорова йӑх-несӗлӗмӗрӗн чӗлхине юратма тата хисеплеме чӗнсе каланӑ. Флешмоба хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ, драматругӗ, тӑлмачи Раиса Сарпи халӑхӑмӑрпа мӑнаҫланса сӑвӑсем вуланӑ. Лариса Петрова сӑвӑҫ тата журналист та сӑвӑсем вуланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ пӗчӗк ачасем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ. Унтан пурте пӗрле пулса бюст умне чечек хунӑ.
Шупашкарти А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра Лидия Сарине ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Сарине — хальхи вӑхӑтри чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хулари Раҫҫей Геройӗн Н.Ф. Гавриловӑн ячӗпе хисепленекен 22-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Лидия Сарине хӑйӗн чӑвашла сӑввисене вуланӑ май чӗлхемӗр епле ҫепӗҫ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӑван чӗлхемӗре хисеплемеллине, чӑвашла калаҫмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӑна ачалӑхри саманчӗсене аса илнӗ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑван чӗлхе вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» ятпа регионсем хушшинчи форум иртет. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Форума Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уҫнӑ. Ӗнерех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче педагогика ӑсталӑхӗн меслетлӗх фестивалӗ иртнӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактив заданисем иртнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне те унта ҫырнӑ.
Ыран воркшоп, поэзи фестивалӗ, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче пуху иртӗ.
Акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» темӑпа Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра семинар иртнӗ.
Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку иккӗмӗш семинар пулнӑ. «Малтанхи Хв. Уяр пултарулӑхӗпе иртнӗччӗ. Хальхинче те И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе хутшӑнтӑмӑр семинара. Улькка Эльмен, Арсений Тарасов, Людмила Сачкова, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Ю.М. Артемьев, В.В. Никифорова тӗпчевҫӗсем Ю. Скворцовӑн илемлӗ тӗнчине тӗрлӗ енлӗ ҫутатса пама тӑрӑшрӗҫ. Пирӗн студент, ҫамрӑк ҫыравҫӑ Елена Кириллова хӑй ҫырнӑ юптарӑва ӑста вуларӗ», – хыпарланӑ аслӑ шкулӑн вӗрентекенӗ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Антон Кротов ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Унта ҫак йӗркесен авторӗ те пулса курчӗ, ҫулҫӳревҫӗ каласа кӑтартнине ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларчӗ. Пӗр сехет ҫурӑна пынӑ тӗлпулу пӗр самантӑн туйӑнчӗ.
Антон тӗнче тӑрӑх курса ҫӳреме тытӑннӑранпа 33 ҫул иртн. Ҫв хушӑра вӑл тӗрлӗ материк ҫинчи 146 ҫӗршывра пулнӑ. Афикӑна 9 хутчен ҫитнӗ. Унтан черетлӗ хутчен вӑл кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче таврӑннӑ.
48 ҫулти Антон Кротов — ирӗклӗ ҫулҫӳревҫӗ. Вӑл автостоп меслечӗпе е йӳнӗ транспортпа усӑ курать. Африкӑна илсен унти хӑш-пӗр вырӑнта питех те чухӑн пурӑнакансем ырӑ кӑмӑллине палӑртса хӑварчӗ ҫулҫуревҫӗ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа черетлӗ литература семинарӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Семинара чӑваш писателӗсем, литературоведсем, критиксем литература ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса парӗҫ.
Ҫитес семинара чӑваш прозаикӗн, поэчӗн, тӑлмачӗн Юрий Скворцовӑн пултарулӑхне халаллӗҫ. Аса илтерер: унӑн паллӑ хайлавӗсен шутӗнче «Сурӑм хӗрӗ», «Уках хурӑнӗ», «Ҫын ӑшши», «Сӑваплӑ вут», «Хӗрлӗ мӑкӑнь»ата ыттисем.
Семинар конференц-залра иртӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352)230217, хушма номер — 147.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Антон Кротов ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ.
Аякри ҫула тухма юратакан арҫын тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх 1991 ҫултанпа ҫӳрет. Унтанпа вӑл хамӑ ҫӗршыви мӗнпур регионта пулнӑ, тӗнчери 130 ҫӗршыва ҫитнӗ.
Антон Кротов ирӗклӗ ҫулҫӳрев концепцине хатӗрленӗ. Унта автостоп та, вписки меслет те (ҫын патӗнче ҫӗр каҫасси) тата ытти кӗрет. Ҫутҫанталӑкӑн кашни вӑхӑтӗнче тата тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗ мелпе усӑ курма пулать иккен.
Хӑй кайса курас ҫӗре кирек кам та ҫитме пултарать, ҫавӑн валли нимле гид та, турфирма та кирлӗ мар тесе шухӑшлать опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ.
Тӗлпулу 18 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |