Шупашкарта пурӑнакан Анфиса Когурьева паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпе кинемее Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче ӑшшӑн саламланӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑскер Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх предприятийӗнче агрономра тӑрӑшнӑ, каярах Шупашкара куҫса кайнӑ.
Кинемей ҫулне кура мар йӑрӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та йӑваш. Ахаль лариччен вӑл алла йӗп тытать те тӗрлӗ япала ҫыхса чунне килентерет. Ҫавӑн пек вӑл кичемлӗхе туймасть, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнать.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ.
Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа музейҫӑсене саламланӑ.
Республика ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, космонавтика музейӗ паян культура тата наукӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑрать. Унта Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗн, авиацин генерал майорӗн, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннин Андриян Николаевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ, истори тӗлӗшӗнчен паха экспонатсем упранаҫҫӗ.
Шуршӑлта паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, музейӑн ҫур ӗмӗрхине халалласа «От школьного музея до Мемориального комплекса» (чӑв. Шкул музейӗнчен пуҫласа Мемориал комплексӗ таран) курав уҫӑлӗ тата «Музей вчера, сегодня, завтра…» (чӑв. Музей ӗнер, паян, ыран....) ҫавра сӗтел иртӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виталий Сергеевӑн бенефисӗ иртет. Ӑна паян сумлӑ самай ҫын саламлать, Хисеп грамотисемпе чыслать. Мускаври чӑвашсемпе унти офицерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем таранах килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ вара «Чӑваш Ен» санаторие кайса 10 кун канма путёвка парнелерӗ.
Аса илтерер: Виталий Сергеев 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, филологипе культура факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл филологисӗр пуҫне театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне те ӑша илнӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Ҫум ҫумлама юратманран агроном пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек каланӑ хӑйӗн пирки те чӑнласах, те шӳтлесе Чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов. Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, унӑн 50 ҫулхине халалласа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ иртет.
Халӑх юратакан сцена ӑстин нумай енлӗ пултарулӑхне пӗри те тепри палӑртать. Унӑн алли те ылтӑн – тӗрлӗ ӗҫ тума ӑста: кирпӗч те хурать, пахчаҫӑ та вӑл, техникӑна та юратать.
Ят-сум пирки каласан, Сергей Иванова тӑван Тӑвай районӗн Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ. Кун пирки паян пӗлтерчӗҫ.
Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ чикӗ леш енне ӑсанать.
«АПК продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кайӑк-кӗшӗк какайне виҫӗ хут, ҫӑмарта 65 хут, ҫу культурисене 1,7 хут ытларах ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне кондитер тата ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, шӑккалат, тип ҫу, чей, качака сӗчӗ экспорта каять» — ҫакӑн пек цифрӑсем илсе кӑтартнӑ республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланинче.
Регион ертӳҫи ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленность продукцине тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансене «ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата тӑван ҫӗре юратнӑшӑн» тав тунӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне Анатолий Аксакова «И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хисеплӗ докторӗ» ят панӑ.
Аслӑ шкула уҫнӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Юбилей ячӗпе унта юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртнӗ.
Анатолий Геннадьевич 1986-1997 ҫулсенче ЧПУра преподаватель пулса тӑрӑшнӑ. Ҫавна асра тытса хисеп тӑвас тенӗ те аслӑ шкул.
Университета саламлама республика Элтеперӗ Олег Николаев; Раҫҫей сенаторӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ Николай Фёдоров тата ытти хаклӑ хӑна пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «хисеплӗ вӗрентекенсемпе педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене» Вӗрентекен кунӗпе саламланӑ.
«Вӗрентекен — професси кӑна мар, чун туртӑмӗ те. Шӑпах эсир анлӑ тавра курӑмлӑ та тарӑн пӗлӳллӗ ҫамрӑксене, ҫӗршывӑн пулас гражданӗсене ҫитӗнтеретӗр», — тенӗ Элтепер хӑйӗн саламӗнче.
Республика вара «малашне те шкулсем тӑвас тата вӗсене ҫӗнетес, вӗрентӳ тытӑмне аталантарас, ӗҫре палӑрнисене пулӑшас тата педагог сумне ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗҫ» тӑвӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ҫак цифрӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑрманҫӑсене професси уявӗпе саламланӑ май асӑнса хӑварнӑ.
«Пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленипе вӑрман отраслӗ лайӑх аталанать, вӑрман хуҫалӑхне тытса пырас енӗпе Чӑваш Ен Топ-10 йышне кӗнӗ. «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттеретпӗр. Акӑ 2022 ҫулта 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартӑпӑр», — тенӗ республика ертӳҫи.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ пулчӗ.
Паян – Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр», – тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.
Ҫавӑн пекех Олег Николаев «ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те», – тесе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.09.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |