Кӑҫалхи иккӗмӗш эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 12 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пур. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри те грипран прививка туман.
Гриппа чирленӗ ҫынран 6-шӗ – ачасем: 5-шӗ 14 ҫул тултарманнисем, пӗри 15-17 ҫулти.
Иртнӗ эрнере ОРВИпе чирленӗ 3266 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку, унчченхи ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 24,8 процент пӗчӗкрех.
Сӑмах май, 2024 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ тӗлне республикӑра 518580 ҫын грипран прививка тутарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.
«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи 57-ри арҫын кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче иккӗмӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна кайнӑ чухне унӑн чӗри 4 хутчен чарӑнса ларнӑ. Фельдшерсем кашнинчех ӑна пурнӑҫа тавӑрнӑ.
Медпулӑшу машинин водителӗ Канашри пульницӑна вӗҫтернӗ чухне фельдшерсем пациент пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Вӗсен пысӑк ӑсталӑхне пула арҫын чӗрӗ юлнӑ. Кайран ӑна пульницӑра операци тунӑ. Халӗ вӑл вӑй пухать.
Шупашкарти стоматологи поликлиникин тухтӑрӗсем 2024 ҫулта 51 пин ачана пулӑшнӑ.
Асӑннӑ поликлиникӑн тӗп направленийӗсенчен пӗри — ача-пӑча стоматологийӗ. Стоматологсем сакӑр подразделенире — пилӗк уйрамра тата 3 сиплевпе профилактика пӳлӗмӗнче — пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкулсенче те стоматологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ун пеккисем хулара — 42.
Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ уҫӑлнӑ. Ку – ял ҫыннисемшӗн пысӑк савӑнӑҫ.
Халӗ унта 13 ял ҫыннисем медицина пулӑшӑвӗ илме килееҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 2000 пин ҫын.
Палӑртмалла: округра 12 модульлӗ ҫӗнӗ ФАП тата 3 пӗтӗмӗшле практика
Ҫӗнӗ Шупашкарти газорезчик Андрей Антонов чӑн-чӑн паттӑр – вӑл шӑмӑ мимин донорӗ пулса тӑрса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Валерия операци хыҫҫӑн иккӗмӗш хут ҫуралнӑ тейӗн. Алексейпа унӑн генетики пӗр килни - питӗ сайра тӗл пулакан тӗслӗх: 10 пинрен пӗрре кӑна.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Валерия хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ҫынпа тӗл пулнӑ. Ӑна вӑл картина парнеленӗ, унта тав сӑмахӗсем ҫырнӑ.
Пӑрачкав ялӗнчи Ульянов урамӗнче пурӑнакансем машина тепри ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
«Шевроле Нива» автомобиль ҫултан тухса кайса «Хендай» машина ҫине пырса кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 80 ҫулти водитель пулнӑ. Инкеке асӑрханӑ ҫын водитель патне чупса пынӑ. Ӑна япӑххине кура вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Автомобилистӑн ҫул ҫинче инсульт пулнӑ иккен, ӑна васкавлӑн пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхӗн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем чирленӗ вӑхӑтра руль умне ларма юраманнине аса илтереҫҫӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленность урамӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ирхи 6 сехетре «Шевроле Нива» ҫӑмӑл машина 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах вӑл унта куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Руль умӗнчи 47 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ. Ҫавна май Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пысӑк мероприяти пулса иртнӗ. Унта тӗрлӗ пултарулӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ кӑна мар, сусӑрсене еплерех пулӑшма май пурри ҫинчен каласа кӑтартакан кӗтессем йӗркеленӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра республикӑн ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, культура министрӗ Светлана Каликова, Николай Владимиров сенатор тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сусӑр пулсан та тӗлӗнсе каймалла тӗрлӗ енӗпе ӑста ачасемпе аслисен пултарулӑхӗпе те паллашма май килнӗ.
Паян Шупашкарти Алькеш микрорайонти Роза Люксембург урамӗнчи 63-мӗш шкулта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Столовӑйӗнче 12-ри арҫын ача алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ытти ачана тата педагогсене тапӑнма тӑнӑ.
Инкек пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Ҫӗҫҫе ача килӗнчен илсе пыман иккен. Ӑна вӑл столовӑйӗнче асӑрханӑ. Ҫӗҫҫе хуралҫӑ туртса илнӗ.
Ачан аталанса пырассипе кӑлтӑк пур-мӗн. Вал шкулта учетра тӑнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |