Комсомольскинче 640 ача вӗренмелӗх шкул пулӗ. Акцион ирттерсе ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ку ӗҫе Ҫӗрпӳри «ПМК 8» организаци пурнӑҫлӗ. Кун валли 1 миллиард та 275 миллион та 878 пин те 462,81 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн шкула 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унта 2 тата 3 хутлӑ икӗ блок пулӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен малтан кивӗ шкула ишсе антармалла.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тутаркасси ялӗнчи шкулта ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку ята вӑл педагогикӑра тата воспитани ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Альбина Валентиновна Тутаркассинчи шкулта ачасне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ вӗрентекен.
Альбина Ишован вӗренекенӗсем яланах тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтереҫҫӗ. Хастар учитель хӑй вӑхӑтӗнче шкулта класс-музей уҫнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе палалшма пулать, ҫавӑнтах уроксем иртеҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинчи М.В. Силантьев герой ячӗллӗ 1 номерлӗ шкулта «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» — «Живи, наш Сеспель!» ятлӑ поэзи уявӗ иртӗ.
«Вӗрентекенсене, библиотека ӗҫченӗсене, кӑмӑл тата вӑхӑт тупакансене пурне те уява йыхравлаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра.
Мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Василий Захаров, Любовь Петрова, Николай Ишентей, Георгий Хавал, Ортем Гали, Роза Беляева, Геронтий Никифоров хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗпе пӗрле авӑн уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче ӳнер ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакан пултаруллӑ ачасем валли пултарулӑх сменисем ӗҫленӗ.
Ӑна 4 вӗренӳ программипе йӗркеленӗ: «Хореографи», «Музыкӑпа инструмент ӳнерӗ: гитара», «Эстрада оркестрен инструменчӗсем», «Театр ӳнерӗ». Сӑмах май каласан, юлашкинчен асаннӑ икӗ смена унччен пулман, вӗсене хале кӗртнӗ.
Пӗр эрнере 60 ача вӗреннӗ. Вӗсем — Чӑваш Енри 15 ӳнер шкулӗнчен.
Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.
Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.
Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.
Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман.
Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать.
375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Лидия Филиппова, Ҫеҫпӗл Мишши ентешӗ, журналист тата публицист, ҫыравҫӑ, ӑсчах-тӗпчевҫӗ «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑсен пуххине хатӗрлесе кӑларнӑ. Ҫав кӗнекене Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта хӑтланӑ.
Хӑтлава Ҫеҫпӗл Мишшин «Тинӗсе» сӑввине шкул ачисем вуланинчен пуҫланӑ. Ӑна 10-мӗш класра вӗренекен София Цыганова тата Яна Головина ӑста янраттарнӑ. Кун пирки Мая Селендеева тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл сӑввисенеытти ача та чун-чӗри витӗр шӑрантарса кӑларнӑ.
«Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем паянхи кун та мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Апла кӑвар чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр халӑх чӗринче пурӑнать тесех тӗв турӑмӑр. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни те хавхалантарчӗ темелле вӗсене. Шурӑ хуламӑртан Лидия Филипповӑпа пӗрле Галина Кӗмӗл, Мальвина Петрова сӑвӑҫсем те килчӗҫ хӑтлава», — хыпарланӑ Мая Селендеева.
Шупашкарти 10-мӗш шкул умне Андриян Николаев космонавтӑн бюстне лартнӑ. Ӑна Андриян Григорьевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Унӑн бюсчӗ унта унччен те пулнӑ-ха, анчах хӑш-пӗр пайӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем ӑна хӑйсен вӑйӗпе реставраци тума хӑтланнӑ, анчах ку пулӑшман. Кӑҫал вара ҫӗнӗ бюст лартнӑ.
Палӑртмалла: 10-мӗш шкул 1999 ҫултанпа Андриян Николаев ячӗпе хисепленет. Космонавт ҫуралнӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫурта культура еткерлӗхӗсен шутне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Пӗрремӗшӗ – Вӑрмар округӗнчи Кавал шкулӗ. Ӑна 1012 ҫултах тума тытӑннӑ. Ун чухнехи фасачӗ тата шалти планировки паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Ҫурт стилӗ – эклектика.
Ҫавӑн пекех Шупашкарти 12-мӗш шкул тата 36-мӗш ача пахчи культура еткерлӗхӗ шутланаҫҫӗ. Вӗсене классика стилӗпе конструктивизм стилӗпе усӑ курса хута янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |