«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа __Йӗпреҫ районӗнче__ драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. __Пучинкери__, __Чӑрӑшкассинчи__, __Хурамалти__, __Хирти Выҫлинчи__ культура ҫурчӗсенчи тата __Хумри Юнтапари__ ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.
Пучинке театр ушкӑнӗ __Николай Сидоровӑн__ «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З. Абанниковӑн «Пурнӑҫ — вӑйӑ мар» камитле историне кӑтартрӗҫ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче ӑмӑрту-курав __Кӗлӗмкассинче__ иртрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |