Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ __Шупашкарти__ ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ.
— Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче.
Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня».
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |