Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах-энциклопедист, историк, этнограф, фольклорист, лексикограф, педагог, аслӑ шкул йӗркелӳҫи, Атӑлҫи халӑхсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне йӗркеленӗ __Николай Никольский__ ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Паллӑ ентешне асра тытса Никольскин тӑван енче, __Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнче__ (Николай Васильевич унти __Купӑрля__ ялӗнче ҫуралнӑ), ӗнер пысӑк уяв ирттернӗ.
Унта Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен те ӑслӑлӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Мероприяти Никольский ячӗллӗ паркра иртнӗ митингпа уҫӑлнӑ. Унта Николай Васильевич тӑванӗсем те хутшӑннӑ.
Уявӑн малаллахи пайне Никольский ячӗллӗ музее тата вулавӑша кӗрсе курни, йывӑҫран тӗрлӗ япала касас енӗпе ӑста __Петр Мазуркин__ куравӗпе паллашни тата Сосновкӑри вӗрентӳпе культура центрӗнче иртнӗ «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑснӑ.
Паллӑ ентешӗн ятне асра хӑварас тесе унти ял тӑрӑхӗ сахал мар ӗҫ туса ирттерет. Сӑмахӑмӑра ҫирӗплетме ун ячӗпе хӑй вӑхӑтӗнче бюст уҫнине, Никольский музейне пуянлатса та ҫӗнетсе тӑнине кӗртмелле. Муркашсем малашне те Никольские сума суса тӑма шантарнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?id=2530833_**Сӑнсем**__ (57)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |