Вӗлле хурчӗ тытассипе чӑвашсем мӗн авалтанпах ҫине тӑнӑ. Ҫак ӗҫе ансат тесе калаймӑн — унӑн вӑрттӑнлӑхӗ самай. __Муркаш районӗнчи__ хурт-хӑмӑр ӑстисем вара хӑйсен ӗҫ мелне ыттисене хаваспах каласа параҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулас ҫук. Вӗлле хуртне тытакансем ҫак эрнере район шайӗнче канашлу ирттерсех ӑсталӑха туптамалли майсем пирки калаҫнӑ.
Хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Г.А. Максимов чир-чӗрпе епле кӗрешмелли ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Муркаш районӗнчи хурт-хӑмӑрҫӑсен старости Г.Т. Толстов хуртсене сиен кӳрекен сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе эмелсӗрех кӗрешме май пуррине аса илтернӗ, ҫав меслетсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Ял ҫыннисем ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне туса илме пӗлеҫҫӗ-ха, анчах вырнаҫтарма пур чухне ҫӑмӑл мар. Тата халӗ пахалӑха ӗнентерекен хутсем те кирлӗ. Акӑ, сӑмахран, «Чӑвашсен биоҫимӗҫӗ» стандарта тивӗҫтерес тесен ятарлӑ сертификаци витӗр тухмалла. Район администрацийӗн экономика тата агропромышленность аталанӑвӗн пайӗн тӗп специалисчӗ Т.А. Алексеева ҫавӑн пирки уҫӑмлатса панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |