Хулара пурӑнакансем хушшинче 64% лайӑх ӗҫ тупасишӗн __Шупашкартан__ тухса кайма хатӗр имӗш. Кун ҫинчен HeadHunter компанийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ирттернӗ рейтингран паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен 24,16% Мускава пурӑнма, ӗҫлеме кайма хирӗҫ мар. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей тӗп хулинче ӗҫпе аталанма та майсем пур, шалу укҫи те самай пысӑк. Иккемӗшпе виҫҫемӗш вырӑна вара Шупашкар ҫыннисем Питӗрпе (9,10% ) Хусана (6,49%) хулисене суйланӑ.
Республикӑн тӗп хуламӑрӑн ҫыннисен шучӗпе ӗҫ вырӑнӗ Чулхулара (4,29%), Йошкар-Олара (1,04%) е Самарта (0,83%) лайӑхрах пулнине шанакансен йышӗ те пӗчӗк мар. Ҫиччӗмӗш вырӑнта Сочи вырнаҫнӑ, ун проценчӗ — 0,8%, саккӑрмӗш вырӑн Чӗмпӗр хулин — 0,7%. Рейтинг кӑтартӑвӗсене Екатеринбургпа (0,63%) Краснодар (0,58%) вӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакансен 36% вара республика тӗп хулинех кӑмӑллать, вӗсем малашне те тӑван кӗтесре пурӑнма ӗҫлеме хатӗр. Тем тесессӗн те тӑван кӗтесӗмӗр те хакли нимӗн те ҫук. Ахальтен ваттисем «Ӑҫта ҫуралнӑ — ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ» тесе каламаҫҫӗ ӗнтӗ. Республика тӗп хулинче те лайӑх ӗҫ вырӑнӗ тупасси те ӗмӗтре кӑна мар. Сӑмахран Чулхула облаҫӗнче пурӑнакансен пӗр йышӗ Питӗрпе Хусана куҫиччен Шупашкара суйласа илнӗ пулӗччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |