**Ҫӗре ҫӗнӗ йышши технологипе акасси республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра йӑлана кӗрсе пырать. Тӗслӗх вырӑнне республикӑн ял хуҫалӑх министерстви __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ А.В. Хорошавин фермера тата __Вӑрнар районӗнчи__ «Санары» хуҫалӑха илсе кӑтартать. Унта «No-Till» текен технологипе ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Акӑлчан чӗлхинчен куҫарсан ку вӑл сухаламасӑр тенине пӗлтерет.**
Ҫапла, пӗрчӗллӗ культурӑсене тата сидерат евӗр акакан ял хуҫалӑх культурисене хӑмӑл ҫийӗн сухаламасӑрах акма пулать иккен. Анчах акаканни — йӑлана кӗнӗ йышши сеялка мар, харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултаракан 9 метр сарлакӑш агрегат. Вӑл талӑкра 90 гектара ним мар ҫӗнейрет иккен. Ҫӗнӗ йышши ҫав техника пӗрре кайнӑ чух им-ҫам та сапать, вӑрлӑха та акса хуплать, хӑмӑла вара вӗтетсе хӑварать. Ҫак меслет ҫӗре шыв ҫурасран тата тӑпрана ҫил типӗтсе ярасран та лайӑх иккен. Ҫапла ӗҫленине кура ҫур акинче укҫа-тенкӗ сахалтарах тӑкакланать-мӗн — кашни ӗҫе уйрӑм пурнӑҫланипе танлаштарсан 40 процент таран перекетленет имӗш.
Ытти сеялкӑпа танлаштарсан ҫӗнӗ йышши агрегат харӑсах темиҫе культура акма пултарнипе те уйрӑлса тӑрать. Специалистсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йышши агрегат тӗш-тырӑна та, сидерт культура тата нумай ҫул ӳсекен курӑк вӑрлӑхне те акать-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |