Анчах чупасси-сикессипе мар-ха, шашка-шахматла тата сӗтелҫи теннисла выляссипе. Спортӑн ҫак енӗсемпе хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслекенӗсем — патшалӑх тытӑмӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫченӗсем. Кун пек ӑмӑрту вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар, мӗншӗн тесен ҫапла спартакиада йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Спорт тупӑшӑвне 55 ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене йышпа пӑхсан вӗсен шучӗ тӑватӑ теҫеткерен те иртнӗ-мӗн. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ушкӑнпа палӑртнӑ: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, федераци ведомствисен территори органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫченӗсем. Сӗтелҫи теннисла выляссипе хӑйсен ушкӑнӗсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакан федераци службин управленийӗ тата __Вӑрнар район__ администрацийӗ пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ушкӑнӗ, сӑмах май, шашкӑлла выляссипе те маттур иккен. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен хушшинче вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ҫитекен пулман. Шахмат вӑййинче ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем тавҫӑруллӑрах пулнине кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне Автотранспорта тӗрӗслесе тӑракан управлени тата __Элӗк район__ администрацийӗ хӑйсен ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |