Инкек алӑкран шаккаса килмест теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне __Канаш районӗнчи__ __Анаткас Уҫырма__ ялӗнче хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче асӑннӑ ялта ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳксе пӗр хӗрача реанимацине лекнӗ, тепӗр ултӑ ҫулхине вара шел пулин те ҫӑлма ӗлкереймен.
Чӑваш Ен ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 9 тата 6 ҫулхи хӗрачасем пӗве хӗррипе велосипедпа ярӑннӑ май ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа курнӑ кӗҫӗн ҫулсенчи хӗр пӗрчи яла, кукамӑш патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Лешӗ 9 ҫулхи хӗре ҫӑлма ӗлкернӗ, кӗҫӗнреххине вара кайран ял арҫыннисем шывран кӑларнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑталла хӗрача сывламан ӗнтӗ.
Кун йышши инкек хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем валли ҫав тери пысӑк хуйхӑллӑ. Нихҫан лӑпланма пӗлмен ырату туйӑмӗ пурнӑҫ ҫулӗпех чӗрене хумхантарса пурӑнӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене тимлӗрех пӑхмалла, йӑнӑшсенчен сыхланма вӗрентмелле, шӑпӑрлансен те асӑрхануллӑрах пулмалла. Пурнӑҫ вӑл — вӑйӑ мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |