Хӑй вӑхӑтӗнче пахаланӑ куккуруса пӗр вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӑрахӑҫланӑччӗ. Хӑш-пӗр специалист ун пирки пирӗн тӑрӑхра туса илме юрӑхлӑ мар тенине теприсем манман-тӑр-ха. Манӑҫтарнӑ ҫав культурӑна халӗ вара урӑхларах хаклама тытӑнчӗҫ. Тата сорчӗсем те тӗрлӗрен мар-и? Ку тӑрӑхра туса илме шухӑшласа кӑларнисем аван тухӑҫпа савӑнтарнине тата ӗнесемшӗн куккурус пахаран та паха апат пулнине кура ӑна юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах ӳстерме тытӑнчӗҫ.
__Шупашкар районӗнче__ куккуруса кӑҫал 770 гектар ҫинче акса хӑварма палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне «Чурачикское» тата «Прогресс» хуҫалӑхсем пурӗ 215 га (сӑмай май, вӗсен иккӗшӗн те пӗр хуҫа), «Атлашевский» кооператив 158 га, «Ольдеевская» агрофирма 60 га акнӑ. «Приволжское», Ленин ячӗллӗ, «Средняя Волга» хуҫалӑхсем вара ҫав культура валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |