__Хветӗр Уяр__ ҫырнӑ __/lib/haylav/1552.html«Таната»__ историллӗ хайлавне вулакансем Шурча таврашӗнчи пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫсене роман йӗркисенче сӑнама пултарнӑ. Чӑваш халӑхӗ танмарлӑха хирӗҫ, тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫшӑн 1842 ҫулта хӗрӳ ҫапӑҫавӑва тухнӑ.
Ку историллӗ лару-тӑру ҫинчен ҫынсем манса та кайнӑ пуль тейӗн, анчах ҫук-ха, __Муркаш районӗнче__ паянхи кун та ҫав вӑхӑтри пулӑмсене асра тытаҫҫӗ, асӑну палӑкӗ патне пухӑнса вӑл вӑхӑтри хӑюллӑ кӗрешӗве тухакансене чыслаҫҫӗ.
Ӗнер та ак, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 171 ҫул каялла пулса иртнӗ __Шурча вӑрҫӑри__ ӗҫ-пуҫсене аса илсе, юн тӑкнӑ ҫӗршӗр кӗрешекене асӑнса палӑк умӗнче асӑну пухӑвӗ иртрӗ.
Историлле пулӑмсене, самаях тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрусене пӗлсе тӑни, чыслани паянхи ӑрушӑн усӑллӑ пулӗ. «Тӑван халӑх историне пӗлмесӗр, пуласлӑх патне ҫул такӑрлатаймӑн», — тесе ахальтен мар калаҫҫӗ халӑхра.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |