Ҫак шӑматкун Пушкӑрт Республикинчи __Пелепей районӗнчи__ __Слакпуҫ__ ялӗнче тӳлевсӗр концерт пулать. Тулай чӑвашсене тӑван юрӑ-ташӑпа __Муркаш районӗнчи__ __Оринин__ ялӗнчи «Шур акӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ савӑнтарӗ.
Пушӑ вӑхӑта юрӑ-ташӑпа ирттерекен маттурсен концертне аякри ентешсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнасса шанатпӑр.
«Шур акӑш» ушкӑн пӗлтӗр Чунҫӳреве кайса килнӗренпе ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ ӗнтӗ — нумай пулмасть, ав, Турцирен таврӑнчӗҫ. Чӑн та, пирӗн халӑхӑн мӑн асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе курни кулленхи ӗҫре самай пулӑшать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |