Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универстетри__ __чӑваш филологийӗпе культура факультетне__, вырӑс филологи тата журналистика факультетне кӑҫалхи абитуриентсене йышӑнма Раҫҫей вӗренӳ министерстви бюджет вырӑнне уйӑрса паман пулнӑ-мӗн. Ку хыпар асӑннӑ факултьтет ӗҫченӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. Вара мӗне пула гуманитарлӑ факультетсене уйӑрса хӑварас тенӗ? Ҫак ӗҫ-пуҫа ӑнлантарас тесе Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерсви хутшӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пресс-конфиренцире вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх факультетсем бюджетлӑ вырӑнсӑр тӑрса юлни «техника йӑнӑшӗпе» пулнӑ имӗш. «Чӑваш патшалӑх университечӗ патшалӑх тытӑмӗнче тӑрать, ҫавна май кашни ҫулах бюджет вырӑнӗсене илес конкурсра хутшӑнать. Кӑҫал та ҫавӑн пекех. Раҫҫей министерстви ЧПУ адресне янӑ ҫырура чӑваш филогийӗпе культура, вырӑс тата журналистика факультечӗсенче бюджетлӑ вырӑнӗсен шутне палӑртман. Ҫак пулӑма вара техника йӑнӑшӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ Раҫҫей министерствинче», — пӗлтерет Владимир Иванов.

Паянхи куна бюджет вырӑнӗсене факультетсене уйӑрас ыйтӑва Чӑваш Енӗн тата Раҫҫей министерствисем Чӑваш патшалӑх университетӑн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле татса параҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтсенче вара пӑтрашуллӑ тапхӑр кӗҫ-вӗҫ сирӗлессе, факультетсем саккунлӑ бюджет вырӑнӗсене тавӑрасса шансах тӑрӑпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи