Раҫҫей регионсен аталанӑвӗн министерстви халӑх кӑмӑллакан Раҫҫей хулисене палӑртас тӗллевсемпе ятарлӑ танлашӑм (рейтинг) ирттернӗ. Ведомство тӗтелӗнче рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсен мала тухнӑ 50 хулан списокне кӑтартса панӑ. __Шупашкар__ хули рейтингра 49-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ иккен.
Мала тухнӑ пилӗк хула шутне Мускав, Питӗр, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр, Екатеренбург тата Ростов-на-Дону. Ултӑмӗш вырӑна вара политикӑна инвестицилле ертсе пыракан __Хусан__ хули тивӗҫнӗ.
Чи илертӳллӗ хуласене палӑртас ӗҫе 2012–2013 ҫулсенче, 164 хула хушшинче ирттернӗ. Темиҫе учреждени сӗнӗвӗсемпе усӑ курнӑ: Раҫҫей инженер союзӗ, Госсторой, Роспотребнадзор тата М. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ.
Республика тӗп хулин халӑхӗ Шупашкар ытти хуласенчен самай аяларах вырӑнта пулнишӗн пӑшӑрханать пулсан, чулхуласем вара 10-мӗш вырӑнтисен шутне лекейменнишӗн куллянаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |