«Эх, ҫав кану вырӑнӗсене! Ӑҫта кӑна уҫса тултармаҫҫӗ ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, вулакансем информаци ятне кура. Тулаштарар мар — кану мар, индустри паркӗ уҫӑлӗ. Вӑл тата мӗн япала тетӗр-и? Тӗллевӗ ятӗнче пытарӑннӑ, вӑл промышленность предприятийӗсене пӗр ҫӗре пухакан вырӑн пуласса пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тума пуҫламалла.
Индустри паркӗ тӑвас ыйтӑва республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ электротехника отраслӗн аталанӑвӗ пирки ӗнер ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Ку ӗҫ валли кӑҫал 242,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла-мӗн. Индустри паркӗ __Шупашкарти__ Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫмалла. Экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Табаков асӑннӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, парк пӗчӗк тата вӑтам предприятисен хӑватне аталантарма май памалла. Ансатрах каласан, вӗсем унта хушма производство участокӗсене уҫӗҫ. Экономика министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, индустри паркӗнче 20-е яхӑн предприяти вырнаҫӗ. Ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан 2015 ҫулта унта ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?id=2533920_**Сӑнсем**__ (17)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |