Ҫуллахи шӑрӑх кунсене нумайӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Хӗвеллӗ кунсене, лӑпкӑ каҫсене, ем-ешӗл симӗс тавралӑха илсе килет пире ҫу «хӑни». Анчах та ӑҫта канлӗх, лӑпкӑллӑх — ҫавӑнта вара кӑмӑла хуҫакан пулӑмсем те ҫумрах. Ҫуллахи чи тӑтӑш тӗл пулакан йывӑрлӑх вара — вӑрӑм туна амакӗ. Кӑнтӑрлахи кунсенче ҫынсем хӗвелтен пытанаҫҫӗ, каҫ еннелле вара вӑрӑм туна хурт-кӑпшанкинчен тараҫҫӗ.
__Шупашкарта__ кӑҫал пӗлтӗрхи пекех вӑрӑм тунасене пӗтерес тӗллевпе дезинсекци ирттереҫҫӗ. Паянхи куна ЖКХ ӗҫченӗсем Шупашкарта 18 хула объекчӗсенче дезинсекци тума та ӗлкернӗ. Вӗсем шутне Чапаев сквере, Хӗрлӗ тӳрем, Мускав тата Ленин проспекчӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫитес кунсенче дезинсекци __Калинин районӗнче__ тата Ачасен медицина центрӗн лаптӑкӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Пурӗ пӗрле 334 тӑваткал метра вӑрӑм тунасенчен тасатӗҫ.
Вӑрӑм тунасене хирӗҫ «кӗрешӗве» парк, сквер, кану зонине тухаҫҫӗ. ЖКХ ӗҫченӗсем сапнӑ эмел тупӑшӗ виҫӗ уйӑхлӑха тӑсӑласси ҫинчен шантарсах калаҫҫӗ.
Вара ҫакӑн майлӑ ӗҫ-пуҫ хула халӑхӗшӗн самаях усӑллӑ пулӗ. Каҫ еннелле урама тухсан е шӑрӑх кунсенче сулхӑн вырӑна тӑрсан вӑрӑм тунасем малашне кӗтӳпе тапӑнманни чӑннипех те халӑха савӑнтарать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |