__Чӑваш Енре__ кӑҫалтан хӗвелҫаврӑнӑш ӳстерме шут тытнӑ. Ҫулса выльӑха силос туса пама унччен те аккаланӑ-ха ӑна. Анчах хальхинче тӗшшишӗн ӳстерӗҫ. __Чӑвашсемшӗн__ ҫӗнӗ ӗҫе пуҫараканни — __Улатӑр районӗнчи__ «Игнатово» тулли мар яваплӑ общество. Яваплӑ утӑма пуҫӑниччен хуҫалӑх ертӳҫисем ытти регион опытне тишкернӗ. Кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчех, ав, ҫак культурӑна ҫулсерен пиншер гектар ҫинче туса илеҫҫӗ. Акана тухиччен улатӑрсем хӑйсен тӑпра пахалӑхне те хакланӑ. Тата, паллах, хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине вырнаҫтармалли вырӑнсене шыранӑ. Ӑна тип ҫу кӑларакан савут йышӑнать иккен. Хӗвелҫаврӑнӑша специалистсем тухӑҫлӑ культурӑсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Паян унӑн пӗр килограмӗ 15 тенкӗпе каять-мӗн.
Хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине «Kinze 3600» маркӑллӑ икӗ агрегат акать. Харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултараканскер пӗр вӑхӑтрах им-ҫам та сапса хӑварать иккен. Талӑкра 300 гектара яхӑн ҫӗнме хӑват ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 2,5 пин гектар акнӑ та иккен. Пӗтӗмпе вара 4 пинтен ирттересшӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |