Чӑваш кӗнеке палатине «Шурӑмпуҫ» литература журналӗн ҫӗнӗ номерӗ килсе ҫитнӗ. Калӑн, журнал. Калӑн, сахал-им ун пекки. Анчах ӑна Тутарстан Республикинчи ҫыравҫӑсем пуҫарнипе, __Хусан__ тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫыравҫӑ-ентешсем ырланипе, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвӗ кӑларнине мӑнаҫлӑн палӑртмалла.
«Шурӑмпуҫӑн» пӗрремӗш номерӗ 1919 ҫултах кун ҫути курнӑ. __Хусанта__ 5 пин тиражпа пичетленнӗскер 1921 ҫулта тухма чарӑннӑ. 1995 ҫулта хусансем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Паянччен унӑн тӑватӑ номерӗ кун ҫути курнӑ.
Черетлӗ номере __Иван Яковлев__ ӑсчахӑмӑр ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Ӑна (хурнала. — Авт. ) редакци чӑваш ҫыравҫисен __Сиктӗрмери__ семинарне хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене шута илсе, чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас тӗллевпе хатӗрлерӗ…» — ҫапла ҫырнипе уҫӑлать журналӑн черетлӗ номерӗ. Унта чӑваш диаспорин тата тутар поэчӗсен вун-вун представителӗн хайлавӗ вырӑн тупнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |