Патшалӑхӑн тӗрлӗ учрежденине, шкулсемпе вулавӑшсене, лавккасене т.ыт. коляскӑпа ҫӳрекен сусӑрсене ирӗклӗнех кӗрсе тухмалла тӑвасси пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. «Советсен ҫӗршывӗнче инвалидсем ҫук», — теме пӑхнӑ саманара тунӑ ҫуртсене пандуссемпе кӗме пӑхса хӑварман та паян ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ӗҫлеме тивет. Хальтерех хӑпартнисенче те сусӑрсем пирки манни тӗл пулкалать.
Сусӑрсене ирӗклӗн кӗрсе тухмалла тӑвассишӗн прокурорсем таран хушша-хуппа кӗме тивни те вӑрттӑнлӑх мар. Ун пеккине вӗсем тем чухлӗ каласа кӑтартайӗҫ. Акӑ, тӗслӗхсенчен пӗри. __Йӗпреҫри__ ача-пӑча ӳнер шкулне коляскӑпа кӗме хӑй вӑхӑтӗнче пӑхса хӑварман иккен. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн вырӑнти прокуратура район суднех тавӑҫпа тухнӑ. «Епле апла?» — тӗлӗннӗ курӑнать тӳресем те. Ҫапла вара суд пандус тумалла, коляскӑпа хӑпарса аннӑ чух алӑпа тытӑнмалли ятарлӑ хатӗр пулмалла тесе йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |