__Муркаш район__ сучӗ ӗнер «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. Аса илтеретпӗр, тӳре-шара Илле Иванов журналиста «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑплать, экспертсен шухӑшӗпе ҫак статья вырӑспа чӑвашс халӑхӗсем хушшинче хирӗҫӳ кӑларать имӗш.
Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов суд умӗнче пӗчченле пикета та тухса тӑнӑ тет-ха та, анчах усси пулман.
Судӑн пӗрремӗш ларӑвӗнче хӳтӗлевҫӗсем тӑратнӑ нихӑш ҫырӑва та йышӑнман иккен. Сӑмахран, Илле Иванов ларӑва чӑвашла ирттерме сӗннӗ — судья унпа килӗшес темен. Ҫавӑн пекех суд материалӗсене чӑвашла куҫарса пама ыйтсан та ҫак ӗҫе пӑхса тухакан Трихалкин Сергей Владимирович унпа килӗшмӗн.
Илле Иванов судра чӑвашла анчах каланӑ пулин те унӑн сӑмахӗсене вырӑсла тӑлмач куҫарса пынӑ. Вырӑсла калаҫусене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ пулин те судья ун хӳттине кӗмен.
Тепӗр лару ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртмелле. Чӑн та суд епле пынине вулатӑн та чӑваш чӗлхине ним вырӑнне те хуманнине куратӑн. Тӳре-шара та курать, анчах нимӗн те тӑвасшӑн мар. Ыйтас килет — чӑваш пӗтсен вырӑссем миҫе кун савӑнӗҫ-ши? Асӑрхаттарас та килет — чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет тенине пирӗн халӑх ахаль каламан. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тенине асра тытса тем тесен те чӑвашсене хирӗҫ ӗҫлеме пӑрахмаллах ӗнтӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |