Шупашкар кинофестивалӗ кӑҫаллӑха __/news/2929.html_хупӑнчӗ__ пулин те Чӑваш Енре ун ҫинчен калаҫусем лӑпланман-ха. Кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа пресс-конференцире Совет Союзӗн, Раҫҫей актёрӗ Александр Пятков пирен республикӑра __/news/2891.html_кино ӳкересси ҫинчен__ пӗлтернӗ.
— __Чӑваш Ене__ килсе курасси ӑшӑмра манӑн пысӑк хавхалану туйӑмне ҫуратрӗ. Вара Чӑваш республики кун-ҫулӗ ҫинчен ӑсталӑх-документлӑ фильм ӳкерме кӑмӑл турӑмӑр. Кино ятне вара «Чӑваш Ен вӑрттӑнлӑхӗсем» е «Пӗрле» ят парасшӑн. Кинона ӳкерме ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен пуҫласшӑн, ӑна валли ятарлӑ ушкӑн та хатӗр. Ҫитес кунсенче __Ҫӗрпӳ ярмӑрккине__ те ӳкерме ӗлкермелле. Кинора чӑвашсен паллӑ пулӑмӗсем ӳкеренӗҫ, кино тӑршшӗ пӗтӗмӗшле 52 минут пырӗ, — хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерет Александр Пятков.
Актёр палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Енре кино ӳкерес тӗллевӗ укҫа-тенкӗ нумайрах илессинче мар, республикӑн илемлӗ тавралӑхне, халӑх кун-ҫулне, пӗлтерӗшле ӗҫ-пуҫсене кӑтартса панинче.
Ҫӗнӗ фильм тепӗр ҫулхи Шупашкар кинофестивалӗнчи конкурса хутшӑнӗ. «Кинора лартнӑ тӗллевӗмӗрсене пурнӑҫласан, тен, ҫитес кинофестивальте вӑл пӗрремӗш вырӑна та тивӗҫӗ», — хӑйӗн шанӑҫне пӗлтерет Пятков.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |