Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене вӗрентни, кирлӗ чухне канаш пани, хӑш-чухне хытӑрах калани те кирлӗ ӗнтӗ. Анчах та килтисем шӑпӑрлансене сӑмахпа ҫеҫ мар «тӑна кӗртесшӗн», ача ҫине аллӑ йӑтнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
__Шупашкар районӗн__ прокураторинче паянхи кун 33 ҫулхи Андрей Сергеев хӑйӗн 4 ҫулхи ачана хытах сусӑрлани пирки пуҫиле ӗҫе суд канашлӑвне ярса панӑ.
Прокуратура ӗҫченӗсен ӑнлантару хучӗ тӑрӑх акан 13-мӗшӗнче каҫ-кӳлем еннелле Сергеев __Шупашкар районӗнчи__ __Ишек__ ялӗнче паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте арҫынӑн 4 ҫулхи ывӑлӗ пылчӑклӑ пушмакӗпе кӗрсе кайса урая вараланӑ пулать. Ҫакӑ Сергеева килӗшмен. Вӑл ачана ҫенӗкелле илсе тухнӑ та виҫӗ хутчен питрен чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача хытах сусӑрланнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшупа __Шупашкар__ пульницине леҫнӗ.
Ҫитес кунсенче Сергеева суд айӑплӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |