«Парӑмсене татса парасси — ҫӗнӗ куна лӑпкӑн кӗтсе илни!» Ҫак лозунгпа тейӗн __Шупашкарти__ суд приставӗсем ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗпе хула урамӗнче акци ирттернӗ. Акцин тӗллевӗ — хула ҫыннисене патшалӑх парӑмӗсене, штрафсене тӳллесе татасси ҫинчен аса илтересси. Суд приставӗсем халӑх хушшиче ятарлӑ машин патне пырса парӑмсене тӗреслесси ҫинчен ятарлӑ чӗнӳ хучӗсем сарнӑ.
__Калинин районӗнче__ суд приставӗсен пайӗн пуҫлӑх ҫумӗ Игорь Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх парӑмсем пурри ҫинчен пӗлес кӑмӑл тӑвакансем ҫитерӗклех пулнӑ. Темиҫе сехет хушшинче приставсем 150 ҫына тӗресленӗ. Хӑйсенне кӑна мар, килтисемпе тӑвансен парӑмӗсене те тӗпчесе пӗлнӗ. Вӗсенчен 17 ҫынни тӳлевсене тӳрех татса панӑ.
Кун йышши акцийӗ суд приставӗсем кашни эрнерех ирттерме палӑртнӑ. Ятарлӑ акци халӑха парӑма татса парасси ҫинчен аса илтерет, мӗнпур штрафсене таҫта ҫӳремесӗрех хӑвӑрттӑн тӳлессе татма май парать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |