Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ.
Хула пуҫлӑхӗ __Леонид Черкесов__ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ.
Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ __Алексей Ладыков__ хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |