Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.
Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.
__Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче__ те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — __Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче__ Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне __Шупашкара__ пушкӑрт артисчӗсем те килӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара пушкӑртсемпе чӑвашсен оперӑпа балет театрӗсем спектакльсемпе ылмашӗҫ: уйӑхӑн 8-9-мӗш числисенче пирӗннисем унта хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ, ҫӗртмен 6-7-мӗшӗсенче пушкӑртсем — Чӑвашра.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |