Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки __/news/2955.html_пӗлтерсеччӗ__ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн.

__Муркаш районӗнче__ пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, __Муркаша__ мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл.

Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса __Шупашкарта__ тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш.

— Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр. __Чӑваш чӗлхи__, ҫырулӑхӗ — пысӑк пуянлӑх, вӗсене аталантарса пымалла. Республикӑра халӑхӑн 67% __чӑвашсем__. Ҫавӑнпа та ку енӗпе ӗҫлӗпӗр, укҫа кирлӗ пулсан — уйӑрма тӑрӑшӑпӑр. Пирӗн Иван Яковлев халалне манмалла мар, — ҫапларах хуравланӑ Михаил Игнатьев.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи