__Шупашкар__ хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуркуннехи экологи мероприятийӗсене акан 1-мӗшпе ҫӑвӑн 11-мӗшччен 145,4 пин ҫын хутшӑннӑ иккен. Паркпа сквер, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑна, юханшыв ҫыранӗсене, тӗрлӗ ҫурт-йӗр таврашӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗлешпе шӑматкунлӑхсене хутшӑнса вӗсем хулана самай илем кӗртнӗ.
Унсӑр пуҫне кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӳсекен 706 йывӑҫа каснӑ, 3 647 йывӑҫ, 7 510 тӗмӗ лартнӑ пулнӑ.
Ҫу кунӗсенче 49 ҫуп-ҫаплӑ лаптӑка тасатнӑ, 9 711 куб метр каяш, 1 805 тонна ЙХК пуҫтарса тирпейленӗ.
Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсен ӗҫне тишкернӗ май вӑл тухӑҫлӑ та усӑллӑ пулнине пӗтӗмлетме май пур. Ҫуллахи кунсем хӑйӗн тасалӑхӗпе, илӗмлӗхӗпе тата симӗс капӑрлӑхӗпе савӑнтарни вара — ним иккеленӳсӗр каласан — чуна самай хавас кӳрет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |