Ҫитес ҫул __Шупашкарти__ Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.
1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.
Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |