Чӑваш Енре страхлакан тата инвестици компанисене сутма шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑратлӑ чӑх-чӗп фабрикин акцине те сутлӑха кӑларӗҫ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ иккен. Аукцион утӑ уйӑхӗнче иртмелле. Хальхи вӑхӑтра заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ-мӗн.
«Поддержка» страхлакан компанин 34,6% акцине сутма шухӑшланӑ. Малтанхи хак 46,16 миллион тенкӗпе танлашать. Устав пурлӑхне вара 158,8 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. «Атӑлҫи инвестици компанийӗн» обществӑн акцийӗсене ҫуррине яхӑн — 49,3% — сутӗҫ. Унӑн устав пурлӑхне 730 миллион тенкӗпе хакланӑ. Сӑмах май, предприятие кӑҫал икӗ хутчен те сутлӑха кӑларнӑ-мӗн, анчах туянакан тупӑнман.
Сутма шухӑшланӑ тепӗр обьект — __Вӑрмарти__ чӑх-чӗп фабрики. Унӑн устав пурлӑхӗ 85,57 миллион тенкӗ тӑрать. Аукцион 62,76 миллонтан тытӑнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |