__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ инкек пирки эпир иртнӗ кунсенче __/news/2936.html_пӗлтернӗччӗ__ ӗнтӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ.
Хӗрен виллине ИӖМ ӗҫченӗсем юханшывра эрне хушши шыранӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ 17:00 сехетсенче __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Карапаш__ ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем хӗр виллине асӑрханӑ пулнӑ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паянхи кун тӗпчев пырать, моторлӑ кимӗн хуҫине ҫитес кунсенче явап тыттарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |