Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейскинче__ Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.

Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.

Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.

Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.

__И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн__ профессорӗ Т.Н. Петрова Г. Юлмасова директора чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн И.Я. Яковлевӑн портретне парнелерӗ.

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн вара делегаци членӗсем «Заволжский» клубра Трак вӑтам шкулти педагогика коллективӗпе курнӑҫрӗҫ. Тӗлпулӑва В.А. Иванов, Д.Е. Иванов профессорсем, муниципаллӑ йӗркелӳсен республикӑри канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев хутшӑнчӗҫ. Пресс-конференци йӗркелерӗҫ, хӑнасем концерт пӑхрӗҫ.

Делегаци тулли мар яваплӑ «Таябинка» Агрофирма» пӗрлешӳне, Трак ен ҫутҫанталӑкӗн илемлӗ вырӑнӗсене ҫитсе курчӗ. Хӑнасем район центрӗнчи Мухтав монуменчӗ умӗнче сӑн ӳкерттерчӗҫ. Вӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ __А.В. Шестаков__ та тӗл пулса калаҫрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем