Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Ӗпхӳри чӑвашсен П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗшӗн сасӑлав пырать. Вӗренӳ учрежденийӗ хӑй пек ытти заведенисем хушшинче __http://los2013.ufanet.ru/site/580_«Чи лайӑх сайт»__ ята ҫӗнсе илесшӗн кӗрешӗве тухнӑ.
Конкурс пирки «Одноклассники» халӑх тетелӗнче Ӗпхӳ ҫынни Иван Тарасов ҫапла ҫырнӑ: «Калаҫҫӗ: чӑваш ҫынни ӑссӑр ҫын, чӑваш малтан кӗвӗҫет, чӑваша чӑваш ырӑ сунмасть, пулӑшма тӑрӑшмасть, хӗрхенсе хӗлле юр памӗ, такӑнтарас тӗлӗшпе ура хума ӳркенмӗ… Конкурс кӑтартса пачӗ: калани — ултав, суя сӑмах, эпир — ун пек халӑх мар! Чӑваш — ӑслӑ, илемлӗ, маттур, хастар, паттӑр, ӗҫчен, чи шанчӑклӑ тус! Чӑвашшӑн чӑваш — чи ҫывӑх тус, тӑван-хурӑнташ! Тав сире! Ǎнӑҫу ялан пултӑр Сирӗнпе пӗрле!»
Сӑмах май, сасӑлав ыран юлашки кун пырать. Апла тӑк эсир те Ӗпхӳри вырсарни шкулӗшӗн __http://los2013.ufanet.ru/site/580_**сасӑлама пултаратӑр**__. Хальлӗхе уншӑн 118 компьютертан сасӑланӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |