Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран теҫҫӗ халӑхра. Тепӗр тесен вӗсем епле ӳсесси пирӗнтен, аслисенчен, килмест-шим вара?
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен театра хӑнӑхтарма тӑрӑшать. Ҫавна май вӑл «Театрӑн асамлӑ тӗнчи» конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе — сӑмахран, сӑнӳкерчӗк, тӗрӗ, шӑрҫаран илемлӗ япаласем ӑсталаса — кӑтартнӑ. Сӑвӑпа сочинени ҫыракансем те тупӑннӑ. Кирек мӗн пулсан та ачасен театр тӗнчине кӑтартма тивнӗ.
Конкурсра __Шупашкарти__ 1-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мӗш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Дмитрий Мальгин ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне маттуррисене уйрӑм номинацисемпе те чысланӑ.
Конкурса хутшӑннисен чыславӗ «Амакайӑк ҫулӗпе» спектакльпе вӗҫленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |