Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем __Хусанта__ иртекен Тӗрӗк халӑхӗсен XI Пӗтӗм тӗнчери фестивальне тухса кайнӑ. Унта вӗсем Эрик-Эмануэль Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле кӑтартӗҫ.
Унти харкамҫӑ — вилесле чирлӗ 10 ҫулхи арҫын ача. Ӑна пӑхакан сӗннипе вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупас умӗн Турӑ патне ҫыру ҫырать. Спектакле лартакансем (режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов), пурнӑҫ кирек епле пулсан та хаклине кӑтартасшӑн иккен.
Фестивале Раҫҫейри, Турцинчи, Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Туркменистанри коллективсем хутшӑнмалла. Театр форумӗ ӗнер пуҫланнӑ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче вӗҫленмелле. Чӑваш «пуканисем» хӑйсен пултарулӑхне паян кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |