Сӑмахӑмӑр сиплени, эмел тавраш ҫырса парни, укол туни пирки мар. Тепӗр тесен ытах чире кайсан киле те пырса пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах паян эпир урӑххи пирки. Калаҫӑвӑмӑр ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳресси ҫинчен. Ҫакна тухтӑрсен хушшинче анлӑ сарас тӗллевпе республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Председатель пулса ӑна республикӑн сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ертсе пыракан комисси хакланӑ.
Конкурс тӗллевӗ — «Сывӑ Чӑваш Ен» медицина порталне кӗрекен организацисем хушшинче чи лайӑх сайта палӑртасси. Хальхинче унта 29 учрежденипе врач хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳрессипе тата информацие уҫса парассипе __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ стоматологи поликлиникипе тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин штатра тӑман специалисчӗн — эндокринологӗпе танлашакан пулман иккен.
Уйрӑм номинаципе те хакланӑ сайтсене. Сӑмахран, информаци енчен уҫӑмли — Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ, __Куславккари__ район больницин сайтне ҫынсем ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашассишӗн час-час кӗреҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |