Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси__ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.
— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.
Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |