Ыран, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, __Асхвари__ «Урожай» стадионра __Канаш районӗн__ Акатуйӗ иртӗ. Уяв ирхринех, 10 сехетре пуҫланӗ те каҫхине вӗҫленӗ. Яланхи пекех сире спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура программи кӗтӗ. Халь кӑна илтрӗр пулсан сире пурне те ҫак уява йыхравлатпӑр!
Мӗнле кӑна ӑмӑрту пулмӗ-ши... Ирхине (Акатуй пуҫлас умӗн пуль-ха) шкул ҫулне ҫитмен ачасем 60 метр чупӗҫ. Каярах вӗсем ҫӗр метр велосипедпа ярӑнса тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту хатӗрӗ — велосипечӗ — хӑйсен пулмалла имӗш.
10 сехетре, Акатуя уҫнӑ вӑхӑтра мини-футбол ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ. Районти ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ушкӑнӗсем ӗнерех, ҫӗртмен 6-мӗшӗнчех тупӑшнӑ, уяв вӑхӑтӗнче вара ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине палӑртмалла иккен.
Канаш районӗн Акатуйӗнче ытти енлӗ ӑмӑртусем те сахал мар: кашта ҫинче туртӑнасси; дартс пересси; кире пуканӗ йӑтасси; ал вӑйне виҫесси; волейболла вылясси; пӗрене ҫинче кӗрешесси; кӗрешӳ; вӗрен туртасси; тата ыт. те. Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ пирки те манмалла мар.
Юрӑ-ташӑ сасси кунӗпех янрӗ, техӗмлӗ апат шӑрши инҫетри ялсене те ҫитӗ пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |