Ҫитес кану кунӗсенче __Шупашкар__ хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет.
Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ.
Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |